Ялта вырнаçнă
памятниксене тата обелисксене таса тытса тăни ÿсекен ăрушěн патриотла
воспитанийĕн тěп пайěнчен пěри шутланса тăрать.
Г. Н. Волков
ячěллě Аслă Елчěкри вăтам шкулти 8 тата 7-мěш классенче вěренекенсем хăйсене
шанса панă ěçсене тěплěн пурнăçлаççě. Вěсем шкул умěнче вырнаçнă Г.Н. Волков
палăкне тата ял лапамěнчи Тăван çěр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене
халалланă палăксен йěри-таврашне кунсерен тасатса тăраççě.
Палăксене
таса та тирпейлě тытса тăни – вěсем хăйсен мăн аслашшěсемпе мăнаçланнине тата
вěсемшěн яваплăха туйтарать.