Чăваш чӗлхине малалла аталантарас, халăх хушшинче
сарас, пултаруллă шкул ачисене тупса палăртас, ачасен пултарулăхне аталантарма
вӗсен ашшӗ-амăшне анлăрах явăçтарас тӗллевпе Чăваш Республикин
вӗренӳ институчӗ тата Чăваш наци конгресӗ чӳк уйăхӗн 21-мӗшӗнче «Реклама
тӗнчи» конкурс ирттерчӗ.
Конкурса
пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсен 7-11 класӗсенче, аслă вӗренӳ
заведенийӗсемпе професси вӗренӗвӗн организацийӗсенче вӗренекенсем
хутшăнчӗç.
Вӗренекенсем
«Чи лайăх буклет», «Чи лайăх афиша» (пӗлтерӳ), «Чи лайăх
буктрейлер», «Чи лайăх социаллă реклама», «Чи
лайăх коммерци реклами», «Чи лайăх видеоролик» номинацисенче тупăшрӗç.
Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ
Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта вӗренекен: Тимур Амасев (9 кл.), хăйӗн ӗçне ҫӳлле шайра рекламăласа «Чи
лайăх коммерци реклами» номинацире хутшăнса
Гран-при ҫӗнсе илме пултарчӗ.
Валеря Филимонова (9 кл.), «Чи лайăх видеоролик» тата «Чи лайăх афиша» номинацисенче
хутшăнса 2- мӗш вырӑна тухма пултарчӗ.
Вӗсене хатӗрлекен Любовь Германовна Адюковӑна та
вӗренекенсене те ҫакӑн пек ҫитӗнӳ
тунӑ ятпа саламлатпăр, малашне те ӑнӑҫусем тума сунатпăр!