Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ никӗсленни историре тарӑн йӗр хӑварнӑ. Тӑван халӑхӑн иртнӗлӗхӗпе, хамӑр мӗнле йӑхран тухнине пӗлес тӗллевпе 9-мӗш класра вӗренекенсем литература урокӗнче ҫак тапхӑрти халӑх культурипе тата ҫырулӑхӗпе паллашрӗҫ.
Аслă Пăлхар — Атăлçи Пăлхар хули.
Вăл Атăлтан 7 çухрăмра, Чулман Атăл Атăла юхса кĕнĕ вырăнтан 30 çухрăм
анатарахра вырнаçнă. ЮНЕСКОН Пӗтӗм тӗнчери культура еткерӗн списокне кӗртнӗ
федераци пӗлтерӗшлӗ вырăн пулса шутланать.
Атӑлҫи Палхпр Патшалӑхӗ Хӗвел тухӑҫ
Европӑри пысӑк патшалӑхсенчен пӗри пулнӑ.
X ӗмӗрте вӑл самаях пысӑк территори
йышӑннӑ. Аслӑ Пӑлхар — тӗнчери паллӑ ҫынсене илӗртекен культурӑпа ӑс-хакӑл центрӗ. Кунта историллӗ паллӑ ҫынсем те
чылай пурӑннӑ.
Чӑвашсен халӗ те усӑ куракан карт ҫырӑвӗ
– несӗлсен авалхи ҫырулӑхӗнченех тӑрса
юлнӑ. Вӑл ӗлӗк анлӑ сарӑлнӑ руна (варттӑн
) ҫырулӑхӗн пӗр тӗпренчекӗ. Карт ҫырӑвӗпе ытларах пил, каларӑш, сӑвап, калмак
сыпӑкесенче усӑ курнӑ. Вӗсене Муркашпа Шупашкар тӑрӑхӗнчи чикӗсенче, Ункӑ шывӗ
хӗрринчи «Сарӑ ҫӑл» киреметӗнче те курма пулать. Несӗлсен «карт ҫырӑвӗ» ансат
та ҫӑмӑл. Унӑн тӗп никӗсӗ – пуртӑпа, хӗҫпе, ҫӗҫӗпе пӗрре лартса паллӑ тунӑ пӗр
йӗр. Шӑпах ҫакӑн йышши авалхи карт ҫырӑвӗсене вуласа тӗпчеме пултарни ачасене
хавхалантарчӗ те паянхи урокра.
Хамӑр тӑван халӑхӑмӑрӑн историне тата
кун-ҫулне XXI ӗмӗрте пурӑнакансен те
тӗплӗн пӗлмеллех.