Тырă пĕрчин çулĕ

Тырă пĕрчин çулĕ

    Раççей çăкăрĕ – Раççей çĕр-шывĕн ăс-хакăлпа культура пахалăхĕ, халăхăн çăкăрпа, халăхсен тырă-пулăпа çыхăннă йăли-йĕркине хисепленин палли. Тырă пĕрчин çулĕ-йĕрĕ вăл – нумай-нумай çын ĕçне-хĕлне пĕрлештерекен кăткăс пулăм. Ял хуçалăхĕ – пирĕн çĕр-шыв промышленноçĕн тĕп пайĕсенчен пĕри. Ку пайăн тĕп тĕллевĕ апат-çимĕç продукцийĕ кăларасси пулса тăрать. Çĕр ĕç комплексĕнче хальхи профессисемпе технологисем вăйлă аталанаççĕ. Шӑмах ҫак темӑпа калаҫрӑмӑр та паянхи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫар класс тулашӗнчи урокра.

  Ҫавӑнпекех  хамӑр Аслă Елчĕк ялӗнче ҫуралса ÿснӗ Владимир Чернов ҫинченте чылай калаҫрӑмӑр. Вӑл та хăйĕн пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Шкул хыççăн тăван ялтах юлнă, механизаторта ĕçлеме пуçланă, çар хыççăн та тăван хуçалăхах таврăннă, хурçă учĕпе вăй хунă. Пултаруллă çынна малтан машинăпа трактор бригадине ертсе пыма шаннă, каярахпа Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн тилхепи те унăн аллине куçнă. Хисеп Палли орденĕн кавалерĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Чернов 2008 çулта хресчен-фермер хуçалăхне чăмăртанă.

    Паянхи калаҫу ачасен асӗнче чылайлӑха юласса шанас килет.

 

Фотогалерея