«МЕДИАВЗЛЕТ» фестивальте - малтисен ретӗнче

«МЕДИАВЗЛЕТ» фестивальте - малтисен ретӗнче

       Сентябрĕн 13-15-мĕшĕсенче «Жемчужина Чувашии» санаторипе сывату комплексĕнче ачасемпе çамрăксен медиапроекчĕсен регионсен хушшинчи «МедиаВзлет» фестивалĕ иртнӗ. Унта Раççейри 250 çамрăк журналист хутшăннӑ. Фестивале йĕркелекенĕ — Чăваш Ен Цифра министерстви. Конкурса 9 çултан пуçласа 17 çулчченхи ачасем уйрăммăн тата ушкăнпа (шкулсенчи медиацентр, хаçат, радио тата телестуди редакцийĕсем) хутшăннӑ. Вĕсем хăйсен пĕлĕвĕпе тата опычĕпе улăшăннӑ, теорие вĕреннӗ, хăйсен медиапроекчĕсемпе паллаштарнӑ.Г.Н. Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗк шкулӗнче пӗлӳ илекен Валерия Филимонова (ертӳҫи Любовь Адюкова) "Игровое кино" номинацинче 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Фестивальте Милана Бобина та пысӑк активлӑхпа палӑрнӑ. Саламлатпӑр!

 

Фотогалерея