Чӑваш чӗлхи эрни иртрӗ

Чӑваш чӗлхи эрни иртрӗ

 

Ака уйӑхӗн 22-26-мӗшӗнче Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи эрни иртрӗ. Чӑваш чӗлхи эрнинче нумай ӗҫ пулса иртрӗ. Эрнере эпир сӑвӑ вулакансен «Эпĕ чăвашла калаҫатăп» конкурс иртрӗ. И.Я. Яковлев пурнăҫĕпе пултарулӑхӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Аслă патриарх кун-ҫулĕн йĕрĕпе» викторина та кӑсӑклӑ иртрĕ. Вĕренекенсем чăваш халăхне ҫутта кăлараканĕ çинчен сахал мар пĕлнине кăтартса пачĕç  Ачасем тата ялти вулавӑшра та  ҫитсе курма пултарчĕҫ ку эрнере. Ҫавӑн пекех «Тӑван чӗлхе- манӑн пуянлӑх» сочинени конкурсĕ иртрĕ. Ку конкурсра 10-11 классем хастар пулчĕç. 5-7-мĕш классем хушшинче «И.Я.Яковлев калавĕсене пĕлетĕн-и?» викторина иртрĕ. Кунта 5-мĕшпе 6-мĕш классем чи маттуррисем пулчĕç.

Шкул ҫумӗнчи ача садне ҫӳрекенсем те эрнелӗхре хастар пулчӗҫ. Вӗсем  чӑваш тӗррисем тăрăх ÿкерчĕксен конкурсне хутшӑнчӗҫ..

Чи паллӑ тапхӑр –ака уйӑхӗн 24- мӗшӗнче пулчӗ.Ҫак кун ачасемпе вӗрентекенсем «Чӑван диктанчӗ» акцине хаваспах хутшӑнчӗҫ. Эрнелĕх çав тери кăсăклă иртрĕ. Ачасем конкурссене хавхаланса хутшăнчĕç. Малти вырăнсене йышăннă вĕренекенсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç Хакласа та хисеплесе вĕренĕр чăваш чĕлхине. Вăл – пирĕн малашлăх.