Чăваш чĕлхи эрни малалла пырать

Чăваш чĕлхи эрни малалла пырать

 

Чӑваш чӗлхи – анне чӗлхи.

Эс – чун пахи, эс – чун уҫҫи.

Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе,

Пин чӗлхерен чи ҫепӗҫҫи!

 

Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр пулнине эпир пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине калаçакан патне тĕрĕс çитерме те май çук.

Тăван чĕлхен тĕрлĕ ыйтăвĕсене ачасем чăваш чĕлхи урокĕсенче вĕренеççĕ. Теори материалĕ ачасемшĕн кичем ан пултăр тесен, çăмăл та ансат чĕлхепе калаçмаллине шкулта ĕçлекен кашни вĕрентекенех аван пĕлет. Анчах та ку çеç сахал. Ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмĕ пысăклантăр, вĕсен ăс-тăнĕнче тăван чĕлхене лайăхрах, тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен, вĕренекенсене кăсăклантарма, илĕртме те пĕлес пулать. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕГ.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри   вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Планпа килĕшÿллĕн 7-мĕш тата 6-мĕш классем «Ҫут ҫанталӑк тусӗсем» конкурса хутшăнчĕç. Çак конкурса çут ҫанталӑка  халалларĕç. Ачасем ҫут . çанталăк темипе калавсем, сӑвӑсем шӑрҫаларӗҫ. Эпир пурте çут çанталăк ырлăхěпе пурăнатпăр. Çакна тěпе хурса кăсăклă конкурса вěçлерěç

9-мĕш класри ачасем «Чăваш чĕлхине лайăх пĕлекен» викторинăра хастар пулчĕç. Викторинăри ыйтусем И.Я.Яковлева халалласа пулчӗҫ. Кăткăс ыйтусен хуравĕсене вĕренекенсем çăмăллăнах тупрĕç.

Аслӑ ӳсӗмри вӗренекенсем 5-8 класра вӗренекенсене И.Я.Яковлевӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе тӗплӗнрех презентаци тӑрӑх паллаштарчӗҫ.

Ачасем чăваш чĕлхи эрнине хастар хутшăнаççĕ. Кашни кун иртекен мероприятисем çÿллĕ шайра пулни савăнтарать.