Паян
– Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ. Ҫак
куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш
сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас
тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ.
Тӑван
чĕлхене лайӑх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унӑн уйрӑмлӑхĕсене тĕплĕнрех
ӑнланма, ҫавна май ытларах пĕлӱ туянма пулӑшать.