Аслӑ Елчӗкри вӑтам шкулта Тӑван чӗлхе кунне палӑртрӗҫ

Аслӑ Елчӗкри вӑтам шкулта Тӑван чӗлхе кунне палӑртрӗҫ

 

Паян – Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ. Г. Н. Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри вӑтам шкулта нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Тӑван чӗлхе кунне палӑртрӗҫ.

Кашни халăхăн чĕлхи хăйне евĕрлĕ чĕлхере халӑх кӑмӑлĕ, шухӑшĕ, туйӑмĕ, сӑнарлӑхĕ палӑрать. Тӑван чĕлхене пĕлекен ытти чĕлхесене те хисеплет. Чĕлхе çын ăс-тăнне йĕркелет, тавра курăмне аталантарать. Кашни халăх чĕлхине шута хуни тата хисеплени тĕнчере тăнăçлăха упраса хăварма пулăшать. Çак пулăм вара чĕлхесене упраса хăварас тата аталантарас тивĕçе аса илтерсех тăрать.

Тӑван чĕлхене лайӑх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унӑн уйрӑмлӑхĕсене тĕплĕнрех ӑнланма, ҫавна май ытларах пĕлӱ туянма пулӑшать.

Сире пурсăра та Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпӑр, тăван сăмах вăйĕ-хăвачĕпе çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпӑр,

Тӑван чӗлхене юратар,хисеплер,унпа калаҫар, туссем!