Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ эрнене уҫни

Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ эрнене уҫни

      Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулта нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен вӗренекенсен тавракурӑмне ӳстерес, пӗлӳ активлӑхне йӗркелес тата анлӑлатас тӗллевпе тӑван чӗлхе эрни иртет.

   Пӗтӗм Тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланӑ эрнен планӗпе килӗшуллӗн вулавӑшра «Манӑн еткерӗм-тӑван чӗлхе» калаҫу иртрӗ. Тӑван чӗлхе кирек мӗнле халӑхшӑн та — наци чунӗ, унӑн историне, йӑли-йӗркине тата культурине палӑртакан историллӗ ӑс-хакӑл. Вулавӑш ертÿҫи Любовь Адюкова палӑртнӑ евӗр «Пурте пӗр шухӑшлӑ пулар, тӑван чӗлхене манар мар, ӑна вӗренер, упрар, юратар».

 

Фотогалерея