Паян, нарăс уйăхěн 19-мěшěнче Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулта тăван чěлхе кунне халалласа
Семен Ефимович Печковпа тěл пулу иртрě. Семен Печков ачасене хăй çырнă
«Тăрнашури. Пěчěк ялěн кěске ěмěрě», «Елчěк тăрăхěн юрри-сăввипе такмакěсем
тата авторăн», «Пурнăç ялан малалла» кěнекесемпе паллаштарчě. Вăл 1942 çулхи
январěн 8-мěшěнче, Аслă аттелěх вăрçи пынă вăхăтра çуралнă. Ачалăх кунěсем паян
кун та унăн чěринче упранаççě. Кěнекěри кашни пулăм унăн кун-çулне çутатса
парать. Ачасемшěн çак кěнекесенче пěлмелли тата илмелли питě нумай.
Çавăнпа та автор шкулти вулавăша хăйěн кěнекисене парнелерě.
Эпир автора чěререн тав сăмахě калатпăр, вăрăм ěмěр
сунатпăр.