Вулавӑша парне

Вулавӑша парне

    Аслӑ Елчӗк ялӗнче  пурӑнакан Семен  Печков шкулти вулавӑша «Елчӗк тӑрӑхӗн юрри-сӑввисемпе такмакӗсем тата авторӑн «Пурнӑҫ шав малалла» сӑвӑ ярӑмӗсем»  кӗнекине парнелерӗ.

Манас мар Чӑваш енӗн, йӑли- йӗркине,

Кӑмӑлтан йышӑнасчӗ ӗлӗкхи илемне…

   Ҫак сӑвӑ йӗркинчен пуҫлать те Семен Ефимович  хӑйӗн чун ҫимӗҫ кӗнекине.Унти сӑвӑ-юрӑсенче вӑл пурнӑҫ чӑнлӑхне кӑтартса парасшӑн, ӑна ҫамрӑк ӑрӑва туйтарасшӑн.

   Шкулти вулавӑша ҫÿрекенсем малашне унӑн кӗнекипе  паллашнӑ май  пурнӑҫра тӗл пулакан йывӑрлӑха та ҫӗнтерме, чӑвашӑн ырӑ йӑли-йӗркине хаклама, таса чунлӑ, ырӑ ҫын пулас туйӑмне мала кӑларӗҫ.

    

Фотогалерея