Ҫемье - патшалӑхӑн ҫирӗп никӗсӗ.
Ҫемье вӑл - атте-аннен юратӑвӗ,
Ҫемье - кашнин юратнӑ кӗтесӗ.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2024 çула Раççейре ҫемье
çулталăкĕ тесе йышӑннӑ. Кун ҫинчен калакан хушура палăртнă тăрăх, çак йышăнăва
çемьесен йăлана кĕнĕ хаклăхĕсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе, патшалăх политикине
анлă сарас тĕллевпе тунă.
Ачан воспитани илесси ҫемьерен пуҫланать. Шӑпах кил-йышра ачан ӑс-хакӑл
культурин никӗсĕ хывӑнать те.
Лайӑх ҫемье ачана тӗрек парать, ҫак
тӗнчере ҫирӗпленме пулӑшать, пурнӑҫ тӗрекне туйма май парать. Туслӑ та çирĕп
ҫемьере никам та никама та кӳрентермест.
Аслӑ Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан ватам шкулти педагогикӑпа
психологи предметĕнче Любовь Адюкова педагог-психолог 11-мӗш класра
вĕренекенсемпе «Çирĕп çемье – çĕршыв пуласлăхĕ» тема тавра калаçу ирттерчӗ.
Калаçӑвӑн тĕп тĕллевĕ çемьери хутшӑнусем пирки пулчĕ. "Ачасемшĕн
ашшĕ-амăшĕ ырă тĕслĕх пулмалла тата вĕсене питĕ хытă юратмалла" тенӗ Г.Н.Волков
академик. Паллă психолог тата вĕрентекен И.С.Кон та çак шухăшах çирĕплетет.
"Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн тĕрек тата хавхалантаракан çăлкуç пултăр, унсăрăн
çамрăксем пĕччен, хÿтлĕхсĕр тăрса юлĕҫ" тет вăл.
Калаҫу шкултан вĕренсе тухакан çамрӑксемшĕн ӳлĕмрен ҫемьери хутшӑнусене тата
обществӑри унӑн пӗлтерӗшне лайӑхрах ӑнланма пулӑшатех. Тӗл пулӑва пĕтĕмлетнĕ
май 11-мĕш класра вĕренекенсем 2024 çулхи ҫемье çулталӑкне палӑртса хайсен
ҫемйин эмблемине ӳкерме пултарчĕҫ.
Ҫемьере кашнин пĕр-пĕриншĕн тӗрек
тата хӳтлӗх пулмалла терӗ Любовь Адюкова вĕрентекен ачасемпе сыв пуллашнӑ
май.