Аслӑ
Елчӗкри вӑтам шкула ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене хӑнана чӗнесси йӑлана
кӗрсе пырать. Кун пек тӗл пулусем ҫитӗнекен ӑрӑвӑн патриотлӑх туйӑмне ӳстерме
пулӑшаҫҫӗ. Шкулти вулавӑшра ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнакан, хальхи вӑхӑтра
тӑван тӑрӑха канӑва килнӗ салтакпа тӗл пулу иртрӗ. Хӑйӗн калаҫӑвне Тӑван ҫӗршыв
хӳтӗлевҫи вӗрентекенсене тав сӑмахӗ каланинчен пуҫларӗ. Шкулта тӑрӑшса пӗлӳ
илни пурнӑҫ урапи кустарса илсе ҫитерекен тӗрлӗ пулӑмра кирлӗ пулнине
каларӗ. Ҫавӑн пекех салтак ҫарти хӑйӗн пӗр кун-йӗрки еплерех иртнине те каласа
пачӗ. «Унта атте-анне те, мӑшӑр та ҫук. Апатне пӗҫерме те, кӗпе-йӗм ҫума та
йӑлтах хӑвна лекет. Ҫавӑнпа та мӗн пӗчӗкрен ӗҫ патне туртӑнса ӳсме тӑрӑшӑр»,-
палӑртрӗ хӳтӗлевҫӗ. Вулавӑш ертӳҫи Любовь Адюкова салтака кӗтмен парнепе те
савӑнтарчӗ. Вӑл тӗрлӗ вӑхӑтри сӑн ӳкерчӗксене пухса хатӗрленӗ. Шухӑшпа шкул,
студент вӑхӑтне таврӑнса асаилӳ авӑрне сӳтме кӑмӑллӑ пулчӗ. Ҫак асаилӳ пуххине
паттӑрпа тунӑ сӑн ӳкерчӗк те кӗрӗ. Тепӗр канӑва килсен салтакпа ӑна пӑхса
тишкерме калаҫса татӑлтӑмӑр.