Мобилизациленĕ салтаксене май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ

Мобилизациленĕ салтаксене май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ

  

Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вӗренекенсемпе вӗрентекенсем мобилизациленĕ салтаксене май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Çĕршыв хÿтĕлевçисене аякри çĕрте темӗн те кирлĕ пулĕ. Тĕслĕхрен, ӑшӑ нуски, утиял, алсиш, окоп çурти тата ытти те. Хӗллехи сивӗ кунсенче çурта та кирлĕ хатӗрсенчен пӗри тесен те юрать.

Мобилизациленĕ салтаксем валли окоп çуртисем туса пулӑшма шутларӑмӑр. Эпир ҫапла майпа анчах пирĕн салтаксен йывăр пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатма пултарӑпӑр -ҫке. Хăш-пĕр салтак окопра пулĕ, тен теприсем таса уйра, хăш чухне нимĕнпе ăшăнма, вут чĕртме май та çук пулĕ. Эпир хатĕрленĕ çуртана чĕртсен кăштах ăшши те тухать, çимĕçне ăшăтса илме те пулать, ал-урана та ăшă çапать.

Ҫак ӗҫе ачасем пурте чунтан хутшӑнчӗҫ. Пĕрле ĕçленĕ хушăра салтаксене пулăшма май пулнишĕн хӑйсем те хӗпӗртерӗҫ, вĕсемшĕн пăшăрханчĕç, ҫав хушӑра тĕрлĕ ыйтусемпе те кăсăкланчӗҫ. Пирӗн ҫуртасем салтаксене çутă тата ăшă парасса эпир шанатпӑр. Вӗсем çĕнтерерÿпе часах киле таврăнасса чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр.