Ячӗсем паллӑ мар, паттӑрлăхӗсем вара ӗмӗрлӗхе

Ячӗсем паллӑ мар, паттӑрлăхӗсем вара ӗмӗрлӗхе

      Декабрӗн 3-мӗшӗнче Пирӗн ҫӗршывра Паллӑ мар салтак кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Кашни ҫулах, ҫак кун Раҫҫейре Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫнӑ ҫынсене чыслаҫҫӗ. "Санӑн яту паллӑ мар, санӑн паттӑрлӑху вилӗмсӗр"- ҫак сӑмахсене Мускаври Паллӑ мар салтак вил тӑпри ҫине касса ҫырнӑ. Вилнӗ геройсене пирӗн Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫеҫ мар, ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче та асра тытмалла.

   Ҫак паллă датăна, Раҫҫейре 2014 ҫултанпа, çулсерен, декабрӗн 3-мӗшӗнче палăртса ирттереççӗ. Ăна РФ Президенчӗ 2014 ҫулхи ноябрӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ, «Раҫҫей Çар мухтавӗн кунӗсем тата паллă кунсем ҫинчен» федераллă законпа килӗшӳллӗн йышăннă. Çак кун – паллӑ мар паттăрсен кунӗ. Вӗсем ҫӗр ҫинчи тăнăç пурнăç тӑвассишӗн хӑйсен пурнӑҫне шеллемен.  4,5 миллион ытла салтакăн ячӗ паллă мар пулса юлнă.

   Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан ватам шкулти ачасем ялти палӑксене тирпейлӗ тытса тӑраҫҫӗ. Ку ӗҫе ҫулсеренех 8-мӗш класри волонтерсем хӑйсем ҫине илеҫҫӗ.

   Палӑксене тасатни вӑл — кирлӗ те хисеплӗ ӗҫ. Шкул ачисем ҫавнашкал ӗҫе хутшӑнни культура еткерлӗхне упраса хӑварма тата историпе культура палӑкӗсене хисеплеме те май туса парать. Ҫакӑ патриотизм туйӑмне аталантарма тата ачасене мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхса ÿсме  пулӑшать.

    Ҫитӗннекен ӑрӑва хамӑрӑн тӗслӗх кӑтартса памалла. Вӗсене яланах ырра вӗрентсе пымалла. Эпир вӗсен ячӗсене пӗлместпӗр пулсан та вӗсен паттӑрлӑхне яланах асра тытма тивӗçлӗ, - тесе хавхалантарчӗ палӑксене юртан тасатса пӗтернӗ май 8-мӗш класри волонтерсене Любовь Адюкова вӗрентекен. 

Фотогалерея