Чăваш тĕррин кунĕ

Чăваш тĕррин кунĕ

 

Çулленех чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн республикăра Чăваш тĕррин кунне паллă тăваççĕ. Кăçал вăл канмалли куна лекнĕрен уяв мероприятийĕсем чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртĕç. ЧР Культура министерстви «Ĕçе – тĕрĕпе» республика акцийĕ ирттерет.

Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти вӗрентекенсемпе вӗренекенсем пӗлӳ ҫуртне чӑваш эрешӗсемпе капӑрлатнӑ тумпа килчӗҫ. Ҫак кун шкулти вулавӑшра ялти тӗрӗ ӑсти Вастулова В.Г "Чӑваш тӗррин вӑртӑнлӑхӗсем" маҫтӑр-класс ирттерчӗ.

Фотогалерея