Пуласлӑха ҫыру

Пуласлӑха ҫыру

      Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти психологи эрни вӗҫленсе те пырать. Эрнене пӗтӗмлетсе Любовь Адюкова педагог-психолог 11 класра вӗренекенсемпе "Вӑхӑт капсули" ятпа калаҫу ирттерчӗ. Калаҫу шкултан вӗренсе тухакансемшӗн уйрӑмах кӑсӑклӑ. Кунта вӗсем ытларах хӑйсен пуласлӑхӗ еплерех пуласси ҫинчен, пурнӑҫ ҫулӗ мӗнлерех ҫулпа чуптарасси пирки сӑмах пуҫарчӗҫ. Ача чухне шкул ҫулӗсем пачах урӑхла пулнӑран-ши, чылайӑшӗ хӑйсен ачалӑхӗпе сывпулашас килменнине те пытармарӗҫ. Ҫавӑнпа та телейлӗ ачалӑха тата шкул вӑхӑтне асра хӑварас тесе вӗренсе тухакансем пуласлӑха (2029 ҫула) ҫыру ҫырчӗҫ.

      Нумай ҫул каялла ҫырнӑ ҫыру кивӗ сӑн ӳкерчӗк евӗрех ҫав вӑл. Ҫакӑ пурнӑҫри улшӑнусене йӗрлесе ӑнланса илме май туса парать. Ҫырура чи пахи – 6 ҫул каяллахи пурнӑҫӑн шухӑшӗсемпе ӗмӗчӗсем пурнӑҫланайнӑ-ши текен ыйту.
Пуласлӑха хавӑн валли янӑ ҫырӑва темиҫе ҫул иртсен вулама та кӑсӑклӑ. Паллах, ÿснӗҫемӗн хамӑр туймасӑрах улшӑнса пыратпӑр, шухӑшсем те улшӑнаҫҫӗ. Пилӗк е вунӑ ҫулхи сӑн ӳкерчӗк ҫине пӑхсан тин эпир ҫакна ӑнланса илетпӗр. Пуласлӑха ҫырнӑ ҫыру ачасен шкул вӑхатне тепӗр хут аса илмелли самант пулса тӑрӗ.

Фотогалерея