Ырӑ енне туртӑнакан ыр ҫул еннех тухатех

Ырӑ енне туртӑнакан ыр ҫул еннех тухатех

    Аслӑ Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вӑтам шкулти психологи эрни  малалла тасӑлать. Çак эрне ачасемпе вĕрентекенсемшĕн ырӑ кӑмӑллӑхпа тараватлӑха аталантармалли питĕ лайӑх мел. Ырӑ сӑмах ҫынна пысӑк витӗм кӳрет, кӑмӑл-туйӑма ҫӗклет. Лайăх енне туртӑнакан тÿрĕ ҫул еннех тухать.  Çакна çирĕплетсе парать те ĕнтĕ фойере йĕркеленĕ ырӑ сӑмахсем ҫырмалли сĕнӳ сӗтелӗ. Çакӑн eвĕp акци ачасене çумри юлташĕсене тата та хаклама, тав тума май парать, туслӑха çирĕплетет. Çавӑн пекех Любовь Адюкова педагог-психолог 7-мĕш класра вĕренекенсемпе "Хирӗҫӳсӗр хутшӑну" калаçу йĕркелесе ӑсталӑх урокĕ ирттерчӗ. Урок вăхăтĕнче вĕренекенсем педагог пулăшнипе ыр кӑмаллӑх чечекĕ те ӑсталарĕç.

Фотогалерея