«Кĕнеке страницисене чĕрĕлĕх кĕртетпĕр» конкурс çĕнтерӳçисем

«Кĕнеке страницисене чĕрĕлĕх кĕртетпĕр» конкурс çĕнтерӳçисем

    Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ чăваш чĕлхи, чăваш литератури тата тăван ен культури урокĕсенче усă курмалли видеороликсемпе анимаци фильмĕсен конкурсне ирттерчĕ. Жюри членĕсем палӑртнӑ тӑрӑх конкурса икĕ теçеткене яхăн ĕç тӑратнӑ. Çак материалсем уроксенче, шкул çулне çитмен ачасемпе ирттерекен занятисенче усă курма юрăхлӑ пулĕç. Конкурса тĕрлĕ енлĕ ӗҫ тӑратнӑ. Вĕсем хушшинче кĕске метражлă кинофильм евĕр ӳкернисем, мультфильм майлă калăпланисем, слайдсене сасăланисем, ӳкерчĕксен ярăмĕнчен йĕркеленĕ видеофрагментсем тата фотоматериалсем лартнă ĕçсем. Аслӑ Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вӑтам шкулти 8 класра вĕренекен Валерия Филимонова тата унӑн ертӳҫи Любовь Германовна Адюкова асӑннӑ конкурса хутшӑнса çĕнтерӳçӗсен йышне кĕме пултарнӑ. Саламлатпӑр вĕсене, малашне те çӗнĕрен те çӗнӗ çитĕнӳ тума сӳнатпӑр.

   Конкурса тӑратнӑ ĕçсене çак каçӑпа кĕрсе курма пултаратӑр.  

Л.Толстой "Пакшапа кашкӑр" юптару  youtube.com 

А.Кӑлкан "Хӑравҫӑ мулкач" юптару  https://www.youtube.com/watch?v=3bnIT3TJMJ8&t=19s