Юпа
уйăхĕн чи юлашки кунĕ – чăваш çыннисемшĕн паллă кун. Тӗнче шайӗнчи паллă
ученăй, этнопедагогика никӗслевçи хăйӗн хыççăн тарăн йӗр хăварнă Геннадий
Никандрович Волков çуралнине халалласа Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков
ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Ҫĕршыв педагогикин патриархĕ» ятпа
уяв мерпориятийӗ иртнӗ.
Академика халалланӑ уяв
шкулти «Гений ҫулӗпе» музейра иртрӗ. Хамӑр ентеш пирки ыр сăмахсем
чылай янрарӗҫ ҫак кун. Ҫак музей халăх вĕрентĕвĕн
йăли-йĕркине, вĕрентекенĕн ăс-хакăл культурине упраса тӑрать. Шкул
директорӗ Н.А.Волков кашкӑр йӑхӗ ӑҫтан пуҫланса кайнине ӗнентерÿллӗ
каласа пани ачасемшӗн ҫеҫ мар, вӗрентекенсемшӗн те кӑсӑклӑ пулчӗ.
Аслӑ
ӑсчахӑмӑра халалланӑ уявра шкул ачисем мухтавлӑ ентеш ҫинчен хывнӑ сӑвӑсенене
хавхаланса вуларӗҫ, илемлӗ юрӑ шӑрантарса уява вӗҫлерӗҫ.