«Ҫыру-самолет» журнал паттӑр пулма вӗрентет

«Ҫыру-самолет»  журнал паттӑр пулма вӗрентет

   Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вулавӑшра Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен ӗҫри паттӑрлӑхне халалланӑ паттӑрлӑх урокӗ иртрӗ. Урока 3 класс ачисене вӗрентекен  О.Т.Казначеева тата вулавӑш ертÿҫи Л.Адюкова "Ҫыру-самолет" комикссен ача-пӑча журналӗпе усӑ курса ирттерчӗҫ. Вулавӑш ертÿҫи ҫак кӗнекепе усӑ курса ачасене 1941 ҫулта нимӗҫ ҫарӗсем пирӗн ҫӗршыва сӗмсӗррӗн тапӑнса Мускав патнелле ҫывхарни ҫинчен, тӑшмана чарма пулӑшас тесе 380 километр тӑршшӗ окопсем, танксен канавӗсем тата огневой точкӑсем чавнӑ. Ҫак оборона сооруженийӗсене Хусан тата Сӑр чиккисем тесе ят панӑ.

Ачасем кӗнекери Стёпа ятлӑ ачан историйӗпе паллашрӗҫ. Степӑна ҫыру-самолет хӑйӗн амӑшӗ патне ҫыру илсе ҫитерме пулӑшнине вуласа пӗлме пултарчӗҫ. Ку уншӑн питӗ кирлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен амӑшӗ пурӑннӑ ҫӗрте почта ӗҫлемен, ӑна хӑйшӗн те, уншӑн та хӑрушӑ пулнӑ.

Ача-пӑча валли хатĕрленĕ «Ҫыру-самолет» шкул ачисемшӗн усӑллӑ та паха журнал, вӑл тыл ӗҫченӗсем ҫинчен - Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче 1941-1945 ҫулсенчи оборона чиккисене тӑвакансемпе паллаштарать.

 

Фотогалерея