«Хавхалану» конкурс-фестиваль ҫĕнтерӳҫисем

«Хавхалану» конкурс-фестиваль ҫĕнтерӳҫисем

         Хăйсен пултарулăхне шкулта вĕренкенсемпе вĕрентекенсем ҫулсерен «Хавхалану» фестивальте кăтартса  параҫҫĕ. Пултарулăх кăтартăвĕн  2023-мĕш ҫулхи ҫĕнтерӳҫисене Шупашкарти 62-мĕш номерлĕ  шкулта чысларӗҫ. Кашкăр Хуначи халалне  тата пехилне упраса хăварас тĕлĕшпе иртекен фестиваль  кăҫалхи ҫул 12-мĕш хутчен иртет.  Ырă пулăм анлăлансах пырать. Кăҫал унта 198 педагогпа  вĕренекен хутшăнма пултарчĕҫ. Чи хакли – ачасемпе вĕрентекенсем ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем патне ҫул  хывма  хавхаланни.

     Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ  вӑтам шкулти виҫҫӗмĕш тата саккăрмĕш класра вĕренекенсем аслă вĕрентекен ҫырнă калавсем  тăрăх видео ӳкерсе малтисен шутне кĕчĕҫ.Саламлатпӑр маттурсене!

Фотогалерея