Ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвӗ иртрӗ

Ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвӗ иртрӗ

    Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 8-мӗш класра вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗ пулса иртрӗ. Ӑна Любовь Германовна Адюкова (класс ертÿҫи) ертсе пычӗ. Пухура сÿтсе явмалли ыйту-хурав чылай пулчӗ. Любовь Германовна Чӑваш Республикинче ҫул ҫитмен ачасен ирӗклӗхне хирӗҫ пыракан преступленисен профилактики пирки чарӑнса тӑчӗ. Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем психологипе педагогика пулӑшӑвӗн мобиль бригадипе ҫыхӑну тытма май пултарнине палӑртса хӑварчӗ. Асра тытмалли ыйтусенчен пӗри кӗркуннехи каникул тапхӑрӗнче ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ пирки пулчӗ. Ашшӗ-амӑшӗсене Т.И.Никонова (директорӑн вӗренÿпе воспитании  паракан ҫÿмӗ), ачасен халиччен иртнĕ тӗрлӗ тĕрĕслев результачӗсемпе паллаштарчӗ.  Пухӑва пӗтӗмлетсе ашшӗ-амӑшӗсем ачан вӗренӗвӗпе малашне те кӑсӑкланса, сӑнаса вӗсене пулӑшса пырассине пӗлтерчӗҫ.

Фотогалерея