«Хавхалану» конкурс хавхалану кÿрет, малалла ӑнтӑлма чӗнет

«Хавхалану» конкурс  хавхалану кÿрет, малалла ӑнтӑлма чӗнет

      Шкул ачисене тата педагогсене Раççей Федерацийĕн сумлă академикăн Геннадий Никандрович Волковăн ĕçне-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне ÿстерме пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ ҫулсеренех «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕ ирттерет.

Кăҫал фестивале хутшăнакасем 2 номинацире вăй виҫме пултараççĕ:

- «Г.Н. Волков хайлавĕсен сцена çине тухнă чи лайăх курăмĕ»,

- «Телейлĕ ачалăх е Вĕрентекен тата наставник çулĕсене халалланă чи лайăх хайлав».

   Фестивале пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, шкул ачисен ашшĕ-амăшĕ тата кăмăл пур ытти ҫынсем хутшăнма пултараҫҫĕ. Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 8-мӗш класра вӗренекенсем ҫак фестивале кашни ҫулах хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫул та вӗсем Любовь Адюкова вӗрентекен хавхалантарса пынипе  Г.Н.Волковӑн «Пахчаҫӑпа ывӑлӗсем» хайлавӗ тӑрӑх кӗске фильм ÿкерсе конкурса тӑратма пултарчӗҫ. Халӗ ҫамрӑк артистсем тÿресен пӗтӗмлетӗвне чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Анӑҫу вӗсене!

 

 

Фотогалерея