«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕн пěтěмлетěвě

«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕн пěтěмлетěвě

     Авăн уйăхěн 26-мěшěнче Ачасен пултарулăх çуртěнче «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсěн муниципалитет тапхăрне пěтěмлетрěç. Конкурс тĕллевĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацийĕсенче вĕренекен ачасене тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшасси пулчĕ. Асӑннӑ конкурса Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 8-мӗш класра вӗренекен Милана Бобина конкурса тӑратнӑ ӗҫӗнче ял ҫывӑхӗнчи Тӗпсӗр кÿлӗпе паллаштарчӗ, унта килсе курма йыхравларĕ. Эксперт комиссийӗ Миланӑн ӗҫне 3-мӗш вырӑн парса хакланӑ. Миланӑпа унӑн ертÿҫине (Л.Г.Адюковӑна) саламлатпăр, малалла та пысăк çитěнÿсем тума сунатпăр. 

Ҫак каҫӑпа кӗрсе Миланӑн ӗҫӗпе паллашма пултаратӑр:https://youtu.be/-BGwsvwqaU0?si=d1QviUGlvuwusDCE