Елчĕк тăрăхĕнче - Олег Николаев

Елчĕк тăрăхĕнче - Олег Николаев

    Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Елчĕк муниципаллă округĕнче ĕçлĕ çул çӳревпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулчĕ. Ушкăна Елчĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР вĕренỹ министрĕ Дмитрий Захаров, ЧР ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов та хутшăнчĕç. Ертỹçĕсем Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулпа юнашар хута кайнă стадиона уçма хутшăнчĕç, ҫавӑн пекех шкулсем хатӗрленӗ лапамсемпе паллашрӗҫ. Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вӗрентекенсем асӑннӑ курава телейлӗ ачалӑх тата вӗрентекенпе наставник ҫулталӑкне тӗпе хурса хатӗрленӗ. Республика пуҫлӑхӗ Олег Николаев маттур та пултаруллӑ ачасене, вӗсен ертÿҫисене малашнехи пурнӑҫра телейпе ӑнӑҫу сунчĕ. Вӗсене вăл пысӑк экран ҫинче курма ӗмӗтленнине пӗлтерчӗ.

 

Фотогалерея