Кашни ҫыннӑн чун туртӑмӗ хӑйне
евӗр. Кашниех мӗнле те пулсан ӗҫе лайӑхрах, тирпейлӗрех, тӗплӗрӗрех, тасарах,
пахарах тума тӑрӑшать. Ӗҫ ҫине ача мӗнле пӑхни пӗчӗк чухнех палӑрать. Ҫитӗнекен
ҫамарӑк ӑрун малаллахи пурнӑҫӗ еплерех пуласси те
ҫакӑнтан сисӗнме пуҫлать те ӗнтӗ. Кунта «Лаша пуласси – тихаран паллӑ, ҫын
пуласси– ачаран», -тенӗ ватисен сӑмахӗ те тÿр килет. Ҫын ҫӗр ҫине
телейлӗ, сывлӑхлӑ пурӑнма ҫуралать. Ӗҫлемесӗр мӗнле телейлӗ пулӑн-ха. Мӗн
пӗчӗкрен ӗҫ патне туртӑнса ÿсекен ҫын анчах пурнӑҫра паттӑр пулма пултарать.Ҫавӑнпа
та юратса тӑвакан ӗҫ нихӑҫан та йывӑрлӑх
кÿмест.