Ҫуллахи каникул кунӗсем сисӗнмесӗрех иртсе
пыраҫҫӗ. Халӗ анчах ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗ ҫитнӗччӗ, акӑ ӗнтӗ ҫурла уйӑхӗ
те ҫитсе тӑчӗ. Тус-юлташсемпе ялан пӗрле пулнӑран-ши ҫак кунсем иртни пӗрре те сисӗнмест. Ҫапла ҫав вӑл лайӑх юлташпа
канма та уҫӑ сывлӑшра ӗҫлеме те аван!
Ҫак кунсенче Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков
ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти
7 класс ачисем практика кунӗсене ирттереҫҫӗ. Шкул вӑл - пирӗн
иккӗмӗш кил. Кунта та яланах илем
хуҫалантӑр тесен тӗрлӗ ӗҫ тумалла:
чечексене вӑхӑтлӑ шӑвармалла, киввисене касмалла, йӑрансене ҫум курӑкран
тасатмалла. Ҫак ӗҫсене вӑхӑтлӑ тунӑран пирӗн
шкул лаптӑкӗ кунран-кун илемленсе ҫеҫ пырать, хӑй патне туртать. Кунта темӗн
тӗрлӗ чечек те пур. Илемӗ куҫа илӗртет, шӑрши аякка сарӑлать. Иртен-ҫÿрене ырӑ
кӑмӑл парнелет.
Вӗренме ҫеҫ мар, пӗрле ӗҫлеме те питӗ аван.
Усӑллӑ иртет пирӗн каникул, тунсӑхлама пачах та вӑхӑт ҫук!