Иоаким Максимов-Кошкинский пуçарнă çулпа утаççĕ

Иоаким Максимов-Кошкинский пуçарнă çулпа утаççĕ

      ЧНК ҫумӗнчи ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ, "Хастар" общество организацийӗн "Чӑвашкино" пуҫарăвĕпе килĕшÿллĕн регионсен хушшинче "Кино ÿкеретӗп" конкурс йĕркеленĕ. Ӑна И.С. Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса шкул ачисемпе ҫамрӑксем хушшинче чăваш чĕлхине аталантарас тата киноискусствӑна, наци культурине популяризацилес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.  Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 7-мĕш класс ачисем те Любовь Адюкова вĕрентекен сĕннипе асăннă конкурса хăйсем ÿкернĕ «Тĕревпе тĕрек» фильмпа хутшăнма кăмăл турĕҫ. Ҫамрăк артистсене ăнăҫу сунса пĕтĕмлетÿ кунне кĕтмелли анчах юлчĕ.

Фотогалерея