Ҫутҫанталăк
илемне курма хăнăхтарас, юратма вĕрентес, ăна упраса хăварма тăрăшас тĕллевпе
Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ шкулти 2-мĕш класра вĕренекенсем Тĕпсĕр кӳлĕ
патне экскурсине кайрĕҫ.
Аслă
Елчĕк, Елчĕк тата Патрикел ялĕсен чиккинче пĕр илемлĕ лапамра Тĕпсĕр кӳлĕ
вырнаҫнă. Пысăках мар лаптăкри (1 га ҫĕр лаптăкĕ) айлăмра хĕвел ҫинче хитре
йăлтăртатса тăрать вăл. Ҫак тĕлĕнмелле вырăн пирки ял-йышра ырăпа каланине
илтме пулать. «Ĕлĕкех çак кӳллĕн тĕпĕ питĕ тарăн пулнă. Çынсем кӳлĕ варрине кимĕпе кĕрсе
вун икĕ лаша тилхепине умлă-хыçлă çыхса янă, анчах тĕпне çитереймен. Ҫавăнпа та
ăна Тĕпсĕр кӳлĕ тесе ят панă. Вăл çаврака та питĕ илемлĕ пулнă. Йĕри-тавра
хăмăш ӳснĕ. Илемлĕ кайăксем, хур кăвакалсем, акăшсем анса йăва çавăрнă, чĕпĕ те
кăларнă. Тĕпсĕр кӳлĕре ҫăрттан, уланкă, кусар пулă, чапак, карас пулăсем пур.
Авалах унăн шывĕпе уй-хире шăварнă, ҫуллахи ăшă кунсенче выльăх-чĕрлĕхе унта
шыв ĕҫме илсе килнĕ. Аслă Аттелĕх вăрҫи ҫулĕсенче унта торф кăларнă…»
Тĕпсĕр кӳлĕ ҫинчен манăҫа юлнисем те
чылай, вĕсем ҫинчен манас марччĕ. Этемлĕх çутçанталăка упрама пĕлменнине пула йĕри-тавралăха
инкеке лекме парас марччĕ.