Пионер - кашни ачашӑн тӗслӗх

Пионер - кашни ачашӑн тӗслӗх

  Пионер организацийӗ урлӑ ачасен пӗр ӑрӑвӗ кӑна иртмен. Пӗр – пӗринпе туслашма,  аслисене пулӑшма, Тӑван ҫӗршыва юратма пӗлни -  шӑпах ҫак пахалӑхсене совет ҫыннисем пионер организацийӗнчен вӗренсе ҫитӗннӗ. Кашни пионер отрячӗн хӗрлӗ ялавпа значок пулнӑ, звеносен - виҫ кӗтеслӗ пӗчӗк ялавсем. Мӑя хӗрлӗ галстук ҫыхнӑ. Пилӗк пӳрнене тӳрӗ тытса алла ҫӳле ҫӗклесе пӗр-пӗрне саламланӑ. "Ӗҫ кӗрешӗвне хатӗр пул!"- тенине хирӗҫ: "Яланах хатӗр!"- тесе хуравланӑ.

   Шел, эпир халӗ ҫак параппансемпе горнсене музейра  анчах курма тата кукашшӗ-кукамӑшӗ каласа панинчен ҫеҫ пӗлме пултаратпӑр.

   Паянхи калаҫу хыҫҫӑн Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти  7-мӗш класра вӗренекен ачасем,  пионерсенчен тӗслӗх илмелли чылай пулнине ӑнланчӗҫ. Вӗсем пек кирек епле ӗҫре те яланах хатӗр пулма шантарчӗҫ.

 видеоролик https://www.youtube.com/watch?v=1_zSIqXvj2U

Фотогалерея