Салтака ырă сунса çырнă çыру

Салтака ырă сунса çырнă çыру

 Патриотизм паянхи кун пиртен кашниншӗн малти вырăнта тăрать. Тӗнчери мӗн чухлӗ çӗршыв пире хирӗç тăнă вăхăтра  Раççей халăхӗ пӗр чăмăра тата та вăйлăраххăн чăмăртанчӗ. Пирӗн паттӑр арҫынсем Украинăри ятарлă çар операцие хутшăнса çӗршыв чысне хӳтӗлеççӗ.Эпир лăпкăн кун кунланă чух вӗсем çӗр çывăрмасăр, нуша курса тăшманпа кӗрешеççӗ, вăй-халне, пурнăçне шеллемесӗр Тăван çӗршыва хӳтӗлеççӗ. Пирӗн вара  хӳтӗлевçӗсене халалласа  вӗсене ҫыру ҫырса, тӗрев памалла. Çар операцийĕнчи кашни тапхăр хăрушлăхпа çыхăннă. Çавăнпа та пирĕн салтаксемшĕн хӑйсем каннă вăхăтра тăван кĕтесрен хыпар илни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак акци вара  çитĕнекен ăрăва çар операцийĕн пĕлтерĕшне ăнланма пулăшать, унра патриотизм туйăмне вăратать. Шкул ачисем çырнă çырусене пурне те Раççей салтакĕсене çитерсе параççĕ. Пирӗн ҫырусем Ҫӗнтерÿ куне ҫывхартма вӑй хӑват кÿреҫҫех пулӗ.

 видео https://www.youtube.com/watch?v=yGDWdYafZ88&t=6s

Фотогалерея