Тӑван çӗршыва чун-чӗререн юратнă ветерансене яланах асра тытатпӑр.

Тӑван çӗршыва чун-чӗререн юратнă  ветерансене яланах асра тытатпӑр.

     Пирӗн хисепе тивӗçлӗ ветеранăмăрсем – вăрçăра тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, тылра кунне-çӗрне пӗлмесӗр ӗçленӗ, ачаллах пурнăç нушине курма тивӗçлӗ пулнă ҫыннӑмӑрсене эпир нихӑҫан та манмастпӑр.

    Ҫулсем иртнӗҫемӗн эпир Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн пӗлтерӗшне, чӑнлӑхне уçăмлăрах ăнланса пыратпӑр. Вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, тылра пысăк тăрăшулăх кăтартнă, Тӑван çӗршыва чун-чӗререн юратнă  ветерансене яланах асра тытатпӑр.

   Майӑн 9-мӗшӗ – вăл аслӑ ӑрăвăн куҫҫулӗ, нуши-терчӗ урлă килнӗ, питӗ хака ӳкнӗ Çӗнтерӳ кунӗ. Ку  вăл  – хурлӑхлӑ уяв, куççуль витӗр савăнмалли кун. Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартнă ҫыннӑмӑрсене  пирӗн, хальхи ăрăвăн, нихăçан та манмалла мар, вилнисене чысласа, сыввисем çинчен яланах пăшăрханса пурăнмалла.

#ОкнаПобеды


Фотогалерея