Медиавзлет ҫӗнтерÿҫисем - Аслӑ Елчӗк ачисем

Медиавзлет ҫӗнтерÿҫисем - Аслӑ Елчӗк ачисем

    Шӑматкун  «Эткер»  ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче «Медиавзлет» фестиваль иртрӗ. Уява ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та пулчӗ. Эпир, Аслӑ Елчӗк вӗренекенӗсем, шӑпах ӑна кӗтсе илекенсем пултӑмӑр. Вӑл ахаль иртсе каймарӗ, чарӑнса пирӗн пурнӑҫпа, эпир хӑш тӑрӑхран пулнипе кӑсӑкланчӗ.

Ҫак фестивале Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 100 ытла ача пуҫтарӑнчӗ. Вӗсем пурте журналистикӑпа кӑсӑкланаҫҫӗ, медиа, аудиопроектсем хатӗрлеҫҫӗ, шкул хаҫачӗсем кӑлараҫҫӗ, Интернет уҫлӑхӗнче блогсем ертсе пыраҫҫӗ.
Эпир фестивале хутшӑнса «Чи лайӑх видеопроект» номинаци (ертÿҫисем Любовь Адюкова тата Ольга Казначеева) ҫӗнтерÿҫисем пулса тӑтӑмӑр. Ку проектра эпир хамӑр шкулӑн пурнӑҫӗпе тӗплӗн паллаштартӑмӑр. Пире дипломпа, статуэткӑпа, асӑнмалӑх парнепе хавхалантарчӗҫ. Киле тулли кӑмӑлпа таврӑнтӑмӑр. Ҫак ҫитӗнÿ пире хавхалантарать, татах та малалла ӑнтӑлма хистет, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хӑват парать.

Фотогалерея