Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕпе хисепленкен пĕтемĕшле пĕлӳ паракан шкулта вĕренекенсем Теччĕ хулинче хăнара

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕпе хисепленкен пĕтемĕшле пĕлӳ паракан шкулта вĕренекенсем Теччĕ хулинче хăнара

 

Кăҫал чăваш халăхне ҫутта кăлараканĕ, чăваш ҫырулăхне никĕслекенĕ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул.   Вăл ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче (халĕ Тутарстан Республикинчи Теччĕ районне кĕрет) ҫуралнă. Иван Яковлевич Яковлева Чăваш Республикинче ҫеҫ мар, Раҫҫейре, унăн тулашĕнче аван пĕлеҫҫĕ.

Ăсчахăмăр  ҫуралнă кунĕ тĕлне Чăваш енре те,Тутарстанра та, Чĕмпĕр хулинче те тĕрлĕ мероприятисем ирттереҫҫĕ. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕпе хисепленкен пĕтемĕшле пĕлӳ паракан шкулта вĕренекенсем Теччĕ хулинче И.Я.Яковлев ҫырнă «Йăлăнтармăш» калавĕ тăрăх хайланă сценкăна ăста выляса пама пултарчĕҫ. Теччĕ хулинче чăваш сăмахĕ, чăваш юрри, ташши янрани пире мăнаҫлантарчĕ, ырă туйăм ҫуратрĕ.

Иван Яковлевич Яковлев вĕрентĕвĕ, ăспарăвĕ ачаранах тăван халăха, чĕлхене, культурăна юратма, тытнă тĕллев патне ҫирĕппĕн утма хавхалантараса тăрать.