«Тăван чĕлхе – пěлÿ çăл куçě» сăвă конкурсĕ

«Тăван чĕлхе – пěлÿ çăл куçě» сăвă  конкурсĕ

 

Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхине тата И.Я.Яковлев 175 çул çитнине халалланă эрне малалла тăсăлать.  Паянхи кун вара «Тăван чĕлхе – пěлÿ çăл куçě» сăвă конкурсĕ иртрĕ.

«Тăван халăх чěлхине пěлмен çын мěскěн, манми телейсěр, пěлес теменни айван, юратманни юлхава тивěç, тăван чěлхене вěрентес теменни- путсěр», – тенě И.Я.Яковлев.

Тăван чĕлхе-халăх чунĕ. Чăнах та ахаль каламан çак сăмахсене.  Мĕн чухлĕ сăвăсем ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем, юрăсем çырман-ши чăваш чĕлхипе?

5-6 класра вĕренекенсем çак конкурса хăйсем чăваш пулнишĕн мухтаннине пĕлтерчĕç, чăвашлăха пĕтме памалла маррине чĕнсе каларĕç.

Тăван чěлхери сăмахсемпе, темле шухăша та хěрÿллěн каласа пама, темле илемлě сăнсем ÿкерме те пултарчěç. Вěренекенсем  хăйсен сăввисене чуна пырса тивмелле каларĕç.

Ачасем, тăван чěлхене упрар, ăна ÿсме пулăшар.