Г.Н.Волков
ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче чăваш
чĕлхи кунне халалласа «Илемлĕ чăваш чĕлхи» сочиненисен конкурсĕ иртрĕ. Ачасем хăйсем
çырнă ĕçĕсенче тăван чĕлхене юратнине, унпа мухтаннине тарăн сăнласа пачĕç.
Ҫак
конкурса 10-мěш класра вĕренекенсен хушшинче иртрĕ. Пахалăх енчен палăрнă ĕçсем
те аванах пулчĕç. Чăн анлă шухăшлă сочиненисем
Матвеева Александра, Мартынова Дарья тата Афанасьева Даша пулчĕç.
«Тăван
чĕлхе вăл тăван халăхăн нихçан та иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ. Çак çăлкуçран тумламăн-тумламăн
эпир мĕн ачаранпах вăй илсе пыратпăр» – тесе палăртнă вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсенче.
Тăван
чĕлхепе тĕрěс калаçни, тĕрĕс çырни – çыннăн культура шайне ÿстерме пулăшать. Ачасем, тăван чĕлхене упрар,
ăна ÿсме пулăшар.