Аслă Елчĕк ачисем- регион шайӗнчи конкурсра ҫӗнтернӗ

Аслă Елчĕк ачисем- регион шайӗнчи конкурсра ҫӗнтернӗ

    2023 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 17-мĕшĕччен республикӑра И.Я. Яковлев калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăсен конкурсĕ иртрĕ. Ӑна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркелерӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне чăвашсене çутта кăларанӑ И.Я.Яковлев педагог çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланӑ. Унта Чăваш, Тутар Республикисенчен, Чӗмпӗр облаçĕнчен пĕтĕмпе 173 ача хутшăннă. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕренекенсем те асăннă конкурсра И.Яковлевăн «Йăлăнтармăш» калавĕ тăрăх ÿкернĕ инсценировкăра хăйсен пултарулăхне кăтартса ҫĕнтерÿҫĕ ята тивĕҫме пултарчĕҫ.

  Ачасене тата вĕсен ертÿçисене Любовь Адюковăпа Ольга Казначеевăна малалла тата та ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫитĕнÿсем тума сунатпăр.

Фотогалерея