Чӑваш чӗлхине тата ытларах интернет уçлăхĕнче аталантарасшăн

Чӑваш чӗлхине  тата ытларах интернет уçлăхĕнче аталантарасшăн

Чăваш чĕлхине упрас, тĕпчес тата аталантарассипе республикăра ятарлă программа пурнăçланать. Ăна 2020 çултах йышăннă. Программăри тĕллевсенчен пĕри — чăваш чĕлхине интернет уçлăхĕнче аталантарасси. Чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси, вӗренесси тата аталантарасси пирки калаҫма пуҫтарӑннӑ та ӗнтӗ ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ стратегсессире. Палăртни мĕнле ĕçе кĕрсе пырать-ха? Тата мĕн тумалла? Хуравсене студентсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, культура тытăмĕнче тăрăшакансем, журналистсемпе блогерсем, тăван чĕлхе шăпишĕн пăшăрханакансем шырарĕç.Вӗсен хушшинче Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ вӑтам шкулти Любовь Адюкова вӗрентентекен те пулчӗ.

Фотогалерея