Кам, тетӗп, вичкӗн шӑхӑрать
Тулта вӗҫӗмсӗрех.
Тен,
хамӑн тусӑм йыхӑрать
Мана ирпе ирех?
Ман вӗр
ҫӗн вӗллене иккен
Иленнӗ те хӑна
Ҫурт-йӗрӗ
килӗшни ҫинчен
Хыпар тӑвать мана.
Александр Савельев-Сас
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчери
кайӑксен кунне уявлаҫҫӗ.Ҫакна тӗпе хурса Аслӑ Елчӗкри Г.Н. Волков ячӗллӗ
пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта шӑнкӑрч вӗлли ӑсталассипе конкурс
ирттереҫҫӗ. Чи лайӑх ӑста ята илес тесе 7-мӗш класс ачисем те тӑрӑшсах ҫӗнӗ вӗллесем
ӑсталаҫҫӗ. Ялти ҫуртсем тавра йывӑҫсем йышлӑ ӳсеҫҫӗ. Апла пулсан вӗллесене
ҫакма вырӑн пурах.