Чăваш чĕлхи пулсассăн çĕр пин сăмах та, çĕр пин юрă та, çĕр пин тĕрĕ те сыхланса юлма пултарать

Чăваш чĕлхи пулсассăн çĕр пин сăмах та, çĕр пин юрă та, çĕр пин тĕрĕ те сыхланса юлма пултарать

      Чăваш Енре çамрăк корреспондентсен слёчĕ иртрĕ. Йăлана кĕнĕ тĕл пулăва «Хыпар» издательство çурчĕ ирттерчĕ. Унта пĕчĕкренех сăвă-калав, тĕрленчĕк шăрçалама кăмăллакан, ӳкерме юратакан 100-е яхăн ача пуçтарăнчĕ. Пысăк уява Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти хастарсем те хутшăнчĕç. Пулас калем ăстисем слетра пĕлӳ кутамккине те тултарма пултарчĕç. Вĕсем валли тӗрлӗ енлӗ ăсталăх лаççисем ĕçлерĕç. Ачасем телефонпа хитре сăн ӳкерчĕк тăвас, кăсăклă постсем хатĕрлес, юрă юрлас, тĕрĕ тĕрлес, вĕтĕ шăрçапа  ĕçлес енсен  вăрттăнлăхĕсене ăша хыврĕç. Пирӗн шкулти ҫамрӑк калем ăстисем  вара ача-пăча телекăларăмĕсене хатĕрлес ĕçĕн хăш-пĕр вăрттанлăхĕсене тата хаҫата еплерех калав ҫырма вӗрентекен мастер-классенче пулчӗҫ. 

   «Тантăш» хаçат «Пионер сасси» ятпа 1931-мĕш çулта тухма пуçланă. Вăл калем ăстисене пирвайхи утăмсем тума пулăшакан кăларам.  Чăваш чĕлхи пулсассăн çĕр пин сăмах та, çĕр пин юрă та, çĕр пин тĕрĕ те сыхланса юлма пултарать. «Тантăш» хаçат редакцийĕн юнкорĕсем шăпах чăваш чĕлхине сыхласа хăварма пулăшаççĕ те. Слётра «Тантăш» хаçатăн лауреачĕсене, чи лайӑх хайлав ҫыракансене палăртрĕç. Çак сумлă ята 7-мӗш класра вӗренекен Александр Патшин тивӗҫме пултарчӗ. Александр ытларах шухăша яракан калавсем шăрçалама тӑрӑшать. «Çитĕнекен ăрӑва ырă çулпа  анчах уттарас килет», - тет вӑл.

    Çамрăк корреспондентсен слётне килекенсен йышĕ çулсеренех ӳссе пырать. Эппин, чăваш журналистикин пуласлăхĕ çутă-ха.