Шывра ишни сывлăха çирĕплетет

Шывра ишни сывлăха çирĕплетет

Шывра ишни ҫитĕнекен организмшăн усăллă пулнине пурте аван пĕлеҫҫĕ. Ачасене те 7-8 ҫултанах ишме вĕрентме сĕнеҫҫĕ тухтăрсем. Ҫавăнпа бассейна та час-часах ҫÿремелле .Сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнас тĕллевпе Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 7-мĕш класс ачисем паян бассейнра пулчĕҫ. Шывра ишсе хăйсен сывлăхне ҫирĕплетрĕҫ.