«…Нам весело
живется,
Мы песенку поем,
И в песенке поется
О том, как мы живем…»
Сергей
Владимировичăн кĕнекисене вуласа чылай ăру çынни çитĕннĕ. Унӑн хайлавĕсем ырă кулăшпа пуян тата ăса вĕрентнипе
палӑрса тӑраҫҫӗ. Çавăнпах пулӗ паян кун та хăйсем патне туртаççĕ, юратса вулама
илĕртеççĕ. 22 çулти ҫамрӑк хăйĕн чи паллă «Дядя Степа» («Степа пичче») сăввине
пичетлесе кăларать: «Хушамачĕ Степанов, ячĕ те Çтаппан». Писатель ырă та ялан
пулăшма хатĕр çын сăнар тăвать. Çтаппанăн чи кĕрет паллисем ‒ вăрăм кĕлетке
тата çынсене пулăшма яланах хатĕрри. С.В. Михалков хăйĕн сăввинче чи кирлĕ енсене
палӑртма тӑрӑшни куҫкӗретех. Поэт пултарулăхĕ Михалковăн ача-пăча валли çырнă
сăввисенче кăна мар, патшалăхăн пĕлтерĕшлĕ символĕсенчен пĕрне ‒ гимнне тунă
çĕрте те палăрнă. Шӑпах С.В.Михалков – гимн сăмахĕсен авторĕ. Гимна патшалăхăн
кирек хăш çыннине те – шкул ачинчен пуçласа академик таранах ‒ ăнланмалла
пулмалла-çке. Ҫавӑнпа та ӑна ҫӑмӑл чӗлхепе тата ӑнланмалла ҫырмалла пулнине
лайӑх ӑнланнӑ вӑл. Паянхи калаҫу хыҫҫӑн
ҫиччӗмӗшсем хӑйсем валли нумай ҫӗннине пӗлме пултарчӗҫ.