2023-мӗш ҫул Раҫҫейре педагог тата наставник ҫулталӑкӗ. Раҫҫей педагогикин ӑслӑлӑхне пуҫарса яраканӗ К. Д. Ушинский ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнипе те ҫыхӑннӑ вӑл.
Атте-анне, воспитательсем тата ăс
паруçăсем çинчен калаçнине халӗ тӑтӑшах илтме пулать. Вĕсем пире хăйсен пурнăç
опытне, пĕлĕвне параççĕ, тĕрĕс çул çине кăлараççĕ.
Паян, пуш уйӑхӗн
6-мӗшӗнче Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам
шкулти 7-мӗш класра вӗренекенсем пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫар класс
сехетӗнче вӗрентекенпе наставник пирки калаҫу пуҫарчӗҫ.
Кирек хăш çыннăн
пурнăçĕнче те ăса вĕрентекен, пурнăç правилисене пăхăнма хăнăхтаракан,
пĕлӳ паракан çын ‒ ăс паруçă, учитель кирлĕ. Пĕчĕк
чухне ачана ашшĕ-амӑшӗ, асламăшĕ-кукамăшĕ, тавралăх тĕнчипе паллаштараççĕ.
Шӑпах вӗсем ачасен малтанхи ăс паруçисем пулса тăраççĕ те.
Шкулта вулама, пирвайхи сас паллисене çырма вĕрентекенӗ ˗ педагог. Вӑлах сăрăсемпе ӳкерме те ҫырма-вулама та вӗрентет. Людмила Александовна Горшкова нумай ҫул хушши Аслӑ Елчӗк шкулӗнче кӗҫӗн класри ачасене вӗрентнӗ. Вӑл вӗрентнӗ ачасем паян тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсене саланнӑ. Паянхи ҫитӗнекен ӑрӑва телейлӗ ачалӑх сунса, патриотсем пулса ҫитӗнме сӗнчӗ. Учитель яланах ачасен чи çывăх çынни пулнӑ та пулать те.