Салтака ырă сунса çырнă çыру

Салтака ырă сунса çырнă çыру

   Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вӗренекенсем Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ тĕлне Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Раççей салтакĕсем патне  салам çырăвĕсем шăрçаларӗҫ. Хĕсметри ентешсем валли парне пуçтарасси, вĕсем патне çыру çырасси — хăнăхнă пулăм тесен те йӑнӑш мар. Нумай пулмасть кӑна ҫак шкулти ачасем çырнă çырусен пĕр пайне çĕршывăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн кĕрешекен салтаксем патне ярса панăччӗ. Çак ӗҫ çитĕнекен ăрăва çар операцийĕн пĕлтерĕшне ăнланма пулăшать, унра патриотизм туйăмне вăратать.

Çар операцийĕнчи кашни тапхăр хăрушлăхпа çыхăннă. Çавăнпа та пирĕн салтаксемшĕн каннă вăхăтра тăван кĕтесрен хыпар илни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Вăрçă хирĕнчи лару-тăрăва ăнланса, хăвăрăн чун-чĕререн тухакан сăмахсемпе шăрçалама тăрăшăр. Пĕчĕк çырусем çеç пулсан та вĕсем салтаксен  чун-чĕрине ăшăтаçҫех», - тесе  палăртрĕ Любовь Германовна Адюкова ҫыру ҫыракан 7-мĕш класс ачисене. Шкул ачисем çырнă çырусене пурне те Раççей салтакĕсене çитерсе пама хамӑр шкултан унччен маларах вӗренсе тухнӑ ачасем пулӑшаҫҫӗ.  

  

  

 

Фотогалерея