Юнкорсем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаев тӗл пулчӗҫ

Юнкорсем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаев тӗл пулчӗҫ

     Ҫак кунсенче  Шупашкарти "Арена" пӑр керменӗнче пичет тытӑмӗнче ӗҫлекенсем професси уявне паллӑ турӗҫ. Савӑнӑҫлӑ уявра  чӗннӗ хӑнасем те чылай пулчӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев "Тантӑш" хаҫатӑн хастар юнкорӗсемпе тӗл пулчӗ.  Вӗсен  йышӗнче Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан  маттур вӗренекенсем: Таня Патшина, Тимур Амасев, Милана Бобина тата вӗсен ертӳҫи  Любовь Адюкова пулчӗҫ. Таня Патшина Чӑваш Ен наци телевиденинче тухса тӑракан «Ҫӑлтӑрчӑксем»  ача-пӑча  кӑларӑмӗсене ертсе  пырать.  Милана Бобина тата Тимур Амасев  «Ачалӑх урхамахӗ»  радиокӑларӑмсене ертсе пыма час-часах хутшӑнаҫҫӗ. Хаҫат-журналпа та вӗсем тачӑ ҫыхӑнура. Вӗсен хайлавӗсем республикӑра тухса тӑракан «Тантӑш» хаҫатра тӑтӑшах  пичетленеҫҫӗ. Юнкорсене  малашне те хастар  та мал ӗмӗтлӗ пулса пур ҫӗре те ҫитме сунатпӑр.

Фотогалерея