Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 7-мӗш класра вӗренекенсем хĕллехи каникул кунĕсене ахаль ирттермеҫҫӗ.Вĕсем хăйсем çине пысăк яваплăх илнĕ. Паллӑ ӑсчахӑмӑра Г.Н.Волкова асăнса лартнă палăк таврашне вӗсен юртан тасатма. Ку палах пĕр хутчен кăна тумалли ĕç мар. Кăçал, ав, юрпа хутӑш ҫумӑр тăтăшах çукалать те, ăна та вăхăтра хырса тасатсах тăмалла.Çулленех кĕркуннепе çуркунне ачасем палăк территорине типнĕ курăк-çулçăран, çÿп-çапран тасатаççĕ; клумбăсене илемлĕ чечексем лартаççĕ.
Паян та кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫиччӗмӗшсем чылай курӑмлӑ ӗҫ турӗҫ. Палăк тавра юр уçнисӗр пуҫне вӗсем хоккей коробкинчи юра та хырса тасатрӗҫ. Пурте хавхаланса, тăрăшса ĕçлесен анчах ӗҫ кал-кал пырать, туслӑх та ҫуралать.