Ҫӗнӗ ҫул асамӗ

Ҫӗнӗ ҫул асамӗ

Раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Елчӗкри вӑтам шкулта сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшакрах ачасен Ҫӗнӗ ҫул елки иртнӗ. Г.Н. Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти ачасем те ҫак уявра савӑнма пултарчӗҫ.Унта хутшӑннисене муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, ентешлӗх ертӳҫи Юрий Карпов, республикӑри ветерансен канашӗн президиумӗн членӗ Серафима Терентьева саламларӗ. Ачасене Владимир Меметов уйрӑм пайтаҫӑ, Чӑвашпотребсоз тата "Единая Россия" партин районти уйрӑмӗ пылак кучченеҫсем парса савӑнтарнӑ.Уяв ачасене савӑнӑҫ кӳни вӗсен ӑшӑ йӑл-куллисенсен палӑрчӗ.

 

Фотогалерея