Елчĕк
енĕн çыннисем тĕреклĕ,
Халăх çинче яланах хисеплĕ,
Пуç таймалăх ватăсем,
Саванмалăх çамрăксем...
Эх! Мĕнле маттур ачисем!
Чыс, мухтав сире, елчĕксем!
Елчĕк районĕ 95 ҫулхи юбилейне питĕ анлă паллӑ турӗ.Уявра официаллӑ хӑнасем те чылай пулчӗҫ. Ҫак уява илем кÿме Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 7-мĕш класра вĕренекенсем те хутшăнчĕҫ. Ҫамрăк артистсем Г.Н.Волков ҫырнă «Асамлă турпас» юмахĕхĕпе Елчĕк район халăхне савӑнтарчӗҫ.